Етӗрне

1781
Етĕрне Ядрин ![]()
|
Етӗрне (выр. Ядрин, туçи мар. Йӓдӹрнӓ, çаран мари Ядырна) — Чӑваш Енри хула, Етӗрне районӗн тӗп хули. 2002-мӗш ҫулта пурӗ 11,1 пин ҫын пурӑннӑ. Хула Сӑр юхан шыв ҫинче ларать.
Хула пуҫлăхĕ — Фоланин Викентий Иванович.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Йӗтӗрне сӑмахран вӑхӑт иртсен Етӗрне пулса каять. Йӗтӗр (выр. скатывать), йĕтĕрне (выр. скалка). Кимӗсене пӗренесем ҫине хурса ҫырма тари йӗтӗрнӗ, вырӑсла — волок, воложки.
Тавралӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халӑх йышӗ, хула тытӑмӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Етӗрне Турцинчи Эдирне хула ячӗпе пӗр пек илтӗнет. Унта Эдирне малтанах тӗп хула пулнӑ, ҫавӑнтах янычарсен (ҫӗнӗ ҫар) шкулӗсем пулнӑ. Васильсурска Хусан ҫӗрӗсен ҫывӑхӗнче никӗсленӗ хыҫҫӑнах ӑна хирӗҫ хан форпост хывать. Ячӗ Эдирне, хальхи чӑвашла Етӗрне пулать. Ҫав вӑхӑтрах тӑрӑха чӑваш ятлӑ ҫар ҫыннисем килсе тухаҫҫӗ. Чӑваш тени вӑл вӑхӑтра «ертсе пыракан ҫар ҫынни» пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Хусан ханлӑхӗн чиккине ҫирӗплетме хан тӑтӑшах ҫарсем ярса тӑнӑ. Ҫармӑс ялӗсем хушшинче ҫӗнӗрен форпостсем ҫӗкленме тытӑнаҫҫӗ — Етӗрне (Эдирне), Чурпай, Ачак, Чутай, Майтан, Крымсарайкасси тата ыттисем. 1551-мӗш ҫулта Курбский ҫырнӑ тӑрӑх «чӑвашсем пурӑнмалли вырӑнсем, ҫирӗплетнӗ кармансем ҫумӗнче вырнаҫнӑ». (Етӗрне вырӑнӗнче ӗмӗртен-авалтан чӑвашсем пурӑннӑ, кунта вӗсен ҫирӗплетнӗ пысӑк мар карман хула пулнă. В. Якимов 1927-мӗш ҫулта ҫырса илнӗ чӑнлавра Етӗрне ятлӑ-сумлӑ чӑваш ҫыннин ячӗ иккенни паллӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Патша чӑваш ҫӗрӗ ҫине уес хули тума шутланӑ. Чӑвашсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ҫакна пӗлеҫҫӗ т-е уес хулине хӑйсен ялӗ вырӑнӗнче пултарас тесе тавлашма тытӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Тукач, тепри Сарплат, виҫҫӗмӗшӗ — Асамат. Вӗсен кашнийӗн хӑйсен пуҫласа янӑ ялсем пулнӑ. Вӗсене ҫак ятлӑ-сумлӑ ячӗпе чӗннӗ... Юлашкинчен уес хулине илмелли хута Тукач илнӗ. Анчах Асаматпа Сарплат ҫакӑнпа килӗшмен, Тукача хирӗҫ кӗрешме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Тукач ҫуртне ҫӗрле Етӗрне паттӑр чӑваш ҫӗмӗрсе кӗнӗ те уес тумалли хута илсе кайнӑ. Етӗрнен хӑй ячӗллӗ ялӗ пулнӑ, ҫавӑнта вара уес хули туса никӗсленӗ. Етӗрне хули Иван Болотников, Степан Разин тата Емельян Пугачев пӑлхавӗсем вӑхӑтӗнче те питӗ палӑрнӑ. В. Димитриев ҫырнӑ тӑрӑх «И Цивильск, и Ядрин были поставлен русскими властями для укрепления своего положения после подавления восстания чувашских и марийских крестьян 80-х годах XVI века...» Кунти ҫынсем Етӗрне ҫынни Ахман утаман паттӑр ҫинчен хайлавсене паян куна упраса ҫитернӗ.
Паллӑ вырӑнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Михал архангел чиркӗвӗ (XVII ӗмӗрӗн вӗҫӗ — XVIII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗ);
- Виҫпӗрлев чиркӗвӗ (1829-мӗш ҫул);
- XIX ӗмӗрти ҫуртсем
- А. В. Асламас ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗ[1]
Паллӑ ҫынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Абакумов Глеб Арсентьевич — совет тата раҫҫей химикӗ, РĂА академикӗ.
- Ашмарин Николай Иванович (1870–1933) — раҫҫейри паллӑ тухӑҫ тӗпчевҫи, тӗрӗкҫӗ.
- Мордвинов Николай Дмитриевич (1901–1966) — совет артисчӗ.
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В. Д. Димитриев, «История Чувашской АССР», Шупашкар.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар,1996.
- Неволин П. И., Ядрин // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула : Шупашкар Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Районсем : Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |