Контент патне куҫ

Карачарсков Николай Прокопьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
КАРАЧАРСКОВ
Николай Прокопьевич
Николай Прокопьевич Карачарсков
Çуралнă чухнехи ят: Карачарсков Николай Прокопьевич
Çуралнă вăхăт: 1935, нарăс, 14
Çуралнă вырăн: Шадриха ялĕ, Пăрачкав районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2021, çурла, 28
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, РФ
Гражданлăх: ССРП РФ
Жанр: истори тата жанрлă сăрă ӳнерĕ, çутçанталăк сăнарĕ
Стиль: Реализм, соцреализм
Парнесем: К. В. Иванов ячĕллĕ ЧР патшалăх парни
Чыславсем: Чăваш Республикин халăх ӳкерçи (1977), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1976), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1985)
Хисепсем: Пăрачкав районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2010)

Карачарсков Николай Прокопьевич (14.2.1935, Шадриха ялĕ, Пăрачкав районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 28.8.2021, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ) — сăрă ӳнерçи тата график. Чăваш АСРР тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1976), Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1977), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1985), Чăваш Ресубликин К. Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин лауреачĕ, Пăрачкав районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2010).

ССРП ӲА кĕмĕл медалĕпе чысланă (1978). ССРП ӲП пайташĕ (1967)[1][2]

1935 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Пăрачкав районĕнчи Шадриха ялĕнче çуралнă.

Николай ачалăхĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене лекнĕ, пĕчĕкренех ĕçе пикенме тивнĕ. 1950 çулта шкулта çичĕ çул вĕренсе пĕтерсен 1950 — 1955 çулсенче Шупашкарти ӳнер вĕрентевĕшĕнче [3]. пĕлӳ илнĕ. Кунта вăл Е. Е. Бургулов[4] тата И. Т. Григорьев ӳкерçĕсен класĕнче ăсталăха туптанă[5].

1971 çултанпа — «Ялти шурăмпуç» бригада ертӳçи»[6], унăн йышĕнче тĕрлĕ вăхăтра паллă чĕрçыравçăсем тата графиксем: В. С. Семёнов[7], Е. А. Вдовичева, В. Л. Немцев[8], П. Г. Григорьев-Савушкин, А. М. Спиридонова[9], Э. М. Юрьев тата урăххисем те хутшăннă. Вĕсем тăрăшнипе Чăваш Республикинчи чылай колхозра халăх валли ӳнер галерейисем ĕçлеме тытăннă[10].

Николай Прокофьевич хăй кăна Пăрачкав салинче (1988) тата тăван Шадриха ялĕнче 1995 çулта пĕрремĕш пайăр ӳнер музейне уçнă[11].

Н. П. Карачарсков — пĕтĕм Пĕрлешӳри, пĕтĕм Раççейри, облаçсенчи тата республикăсенчи куравсене хутшăннă. Пайăр куравĕсем 1975, 1986, 1995, 2000, 2005 (Шупашкар), çаплах 1988, 1992, 1993, 2003 (Мускав) çулсенче иртнĕ. Унăн ĕçĕсене Германире, Норвегире, Çурçĕр Америкăра, Монголире, Японире, Афганистанра, Кăнтăр Африкăра тата урăх çĕршывсенче кăтартнă.

2021 çулхи çурлан 28-мĕшĕнче, пурнăçĕн 87-мĕш çулĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă[12]. Николай Прокофьевичпе Чăваш ӳнер музейĕнче сывпуллашнă. Хăйĕн тăван çĕршывĕнче, Пăрачкав районĕнчи Шадриха ялĕн çăвинче, пытарнă.

Пайăр пурнăçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

“Конюхсем”, “Çурт-йĕр тăвакансем”, “Чăваш рапсодийĕ”, “Чăваш уй-хирĕнче”, “Анне портречĕ”, “Трактористсем”.

  1. Курган, В.П. Н.П.Карачарсков/ В.П.Курган. – С.-Пб: Художник РСФСР, 1992. – 72 с.
  2. Николай Карачарсков : каталог выст. произведений живописи и графики / сост. М.А.Карачарскова. – Чебоксары, 1986. – 16 с.
  3. Николай Карачарсков : каталог выст.: Живопись. Графика / сост. Н.Э.Сиселина. – Москва, 1987. – [34] с.
  1. Карачарсков, Н. Николай Карачарсков : “Шадриха – манăн юратупа ырату”/ Н. Карачарсков ; Н. Смирнова çырса илнĕ // Хыпар. – 1996. – 2 пуш.
  2. Кудявнин, В. Унăн произведенийĕсем çутă та таса / В. Кудявнин // Тантăш. – 1995. – 25 нарăс.
  3. Смирнова, Н. Пăрачкав ене юратса / Н. Смирнова // Хыпар.– 1997. – 2 юпа.
  4. Смирнова, Н. Чаплă художник – хисеплĕ колхозник / Н. Смирнова // Хыпар. – 1995. – 23 нарăс.
  5. Алексин, В. Лиц необщее выражение / В. Алексин // Совет. Чувашия. – 1995. – 23 февр.
  6. Викторов, Ю. Автор судьбы - сам художник / Ю. Викторов // Лик Чувашии. – 1995. – № 3. – С. 125-128.
  7. Викторов, Ю. “Пишу без лукавства, не приукрашивая...” / Ю. Викторов // Совет. Чувашия. – 1995. – 14 марта.
  8. Карачарсков, Н.П. Любовь и боль - моя Шадриха / Н.П.Карачарсков // Лик Чувашии.– 1994. – № 5. – С. 146-149.
  9. Карачарсков, Н.П. “Непрестижное” дело сохранения души / Н.П.Карачарсков // Республика. – 1997. – 13-19 мая (№ 19).– С. 9.
  10. Кириллов, Ю. В глазах у женщин печаль... / Ю.Кириллов // Совет. Чувашия. – 1998. – 18 апр.
  11. Кириллов, Ю. На холсте – портрет известного купца / Ю.Кириллов // Совет. Чувашия. – 1999. – 13 авг.
  12. Кириллов, Ю. Шадрихинский живописец / Ю.Кириллов // Чебоксар. новости. – 1997. – 26 нояб.
  13. Кудявнин, В. Вслед “Сумеркам” пришел рассвет / В.Кудявнин // Чебоксар. новости. – 1995. – 15 февр.
  14. Рязанцев, В. В экспозиции – живопись отца и скульптура сына / В.Рязанцев; Фот. В.Романова // Совет. Чувашия. – 2000. – 13 мая.
  15. Суворов, В. Карьера художника / В.Суворов // Профессионал. – 1999. – 28 авг. – 3 сент. (№ 7).
  16. Тьваш, Я. Роскошь для ума и чувств / Я.Тьваш // Чăваш ен. – 1998. – 18-25 апр. (№ 15). – С. 9.
  17. Юрин, С. Николай Карачарсков отметил свой юбилей на лыжне / С. Юрин // Молодеж. курьер. – 2000. – 16-22 марта (№ 10). – С. 14.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]