Контент патне куҫ

Серебряков Алексей Валерьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Серебряков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Алексей Серебряков
Çуралнă чухнехи ят Алексей Валерьевич Серебряков
Çуралнă вăхăт 1964 çулхи утă, 3-мĕшĕ(1964-07-03)[1][2][…] (60 çул)
Çуралнă вырăн
Професси Актёр
Карьера 1978 — хал. вăх.
Чыславсемпе парнесем
Раççей Федерацин халăх артисчĕ Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
IMDb ID 0148516
Сайт алексейсеребряков.рф
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Алексе́й Вале́рьевич Серебряко́в (утă, 3 1964, Мускав) — совет, раççей театрпа кино актёрĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1998)[3], Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2010)[4].

Алексей Серебряков 1964 çулхи утăн 3-мĕшĕнче Мускавра çуралнă[5].

Кинора çапăнма шкулта вĕреннĕ чухнех тытăннă. Патшалăхăн А. В. Луначарский ячĕллĕ театр ӳнерĕн институтĕнче (1986, О. Табаковăн ăста лаçĕ) пĕлӳ илсе Сызраньри А. Н. Толстой ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçленĕ.

«Фанат» (1989), «Морской волк» (1990) тата «Афганский излом» (1991) фильмĕсенчи ĕçĕсем хыççăн паллăха тухнă. 1990-мĕш çулсенче Алексей Серебряков «Тесты для настоящих мужчин» фильмра тата «Бандитский Петербург» сериалра вылянă.

1986—1991 çулсенче Мускаври Олег Табаков е/п театр-студин актёрĕ.

2009 çулхи авăн уйăхĕнче «Ленком» театрĕн актёрĕ, «Мускав Оперетти» театрĕнче «Метро» мюзиклĕнче тата «Новый» антреприза спектаклĕнче вылянă.

2012 пуçламăшĕнче çемьипех Канадăна эмиграцие кайнă[6][7].

Раççее кинора çапăнма тата кинофестивальсене, тăвансемпе туссем патне хăнана килсе çурет.

2014 çулта тĕнчери экран çине тухнă «Левиафан» социаллă драмăра тĕп рольне сăнарланă.

  • Ашшĕ — инженер-конструктор.
  • Амăшĕ — тухтăр.
  • Арăмĕ - Мария тата усрав хĕрĕ Дарья,[8] Усрав ывăлсем - Степан тата Данила.

Театрти ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Метро» (мюзикл)

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сасă кĕртни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]